Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Вăтаел ялĕнчи хастар çемьепе, Тăван çĕршывăн патриочĕсемпе Щербаковсемпе тĕл пулнă.
Ашшĕпе ывăлĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче 2022 çултанпа тăраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем яла кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ.
Александр пуян çар опычĕллĕ. Вăл Афганистанри тата Чечняри хирĕç-тăрусене хутшăннă. Ывăлне мобилизаци мелĕпе Украинăри ятарлă çар операцине кайма чĕнсен, ашшĕ унпа пĕрле алла хĕç-пăшал тытнă.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен вырăнта уявсем ирттересси пирки вĕсем мĕн шутланине пĕлес ыйту канăçсăрлантарнă Рудольф Васильевича. Александр вара йывăр вăхăтра юрă пурнăçра яланах хавхалантарнине палăртнă:
"Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи блокадăри Ленинграда аса илер. Ун чухне те çынсен кăмăлне çĕклес тĕлĕшпе концертсем йĕркеленĕ. Енчен те эпир Украинăри ятарлă çар операцине пула уявсем ирттермесен хамăр вăйсăрлăха кăтартатпăр",- тенĕ вăл. Унăн сăмахĕнче чăн-чăн тĕрĕслĕх палăрнă. Вăл халăхăн çирĕп шухăшĕ.
"Ентешсемпе калаçнă май вĕсем Тăван çĕршыва чунтан юратни палăрать. Александр куçĕнче салтак пулнине çеç мар, хăйĕн ывăлĕпе савăнакан ашшĕ пулнине те асăрхарăм.
Щербаковсен çемйи евĕр çынсем пуртан пире никам та çĕнтерейменнине шансах тăратăп. Ăнăçу, сывлăх вĕсене, Çĕнтерỹпе таврăнасса кĕтетпĕр",- тенĕ Рудольф Васильевич.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
