Лагерьти ачасем "Авангард" хаçат редакцийĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:48 Просмотров: 230

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти "Радуга детства" çуллахи ĕçпе кану лагерьне çỹрекенсем (начальникĕ Алсу Сагдеева) кунсеренех пысăк кăмăл-туйăмпа килĕсене саланаççĕ. Çапла пулма сăлтавĕ те çук мар. Лагерь - ачасемшĕн пысăк савăнăç, усăллă кану. Пĕрремĕш сменăри çичĕ отряда çỹрекен шăпăрлансем куллен пĕрле пуçтарăнса шкул таврашне тирпей-илем кĕртеççĕ, ăс-тăна аталантармалли мероприятисем ирттереççĕ, юрлаççĕ-савăнаççĕ, пĕрлех апатланаççĕ, шỹтлеççĕ-кулаççĕ, çав вăхăтрах экскурсие тухма та вăхăт тупаççĕ. Çак кунсенче çеç Светлана Сафьяновăпа Ирина Ялукова воспитательсем ертсе пыракан "Орлята России" отряд членĕсем Патăрьелĕнчи "Авангард" хаçат редакцийĕнче пулчĕç, хаçат историйĕпе, журналистсен пултарулăхĕпе паллашрĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика