Июнь уйăхĕ те юбилейсăр иртмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:47 Просмотров: 246

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕнче те нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан пилĕк çемьене территори пайĕсенче сумлă лару-тăрура саламлĕç. Çĕньялти Петр Петровичпа Мария Павловна Квасовсем, Шăнкăртамри Рифкать Арифулловичпа Геллия Минулловна Азмуковсем çемье çавăрни çак кунсенче 50 çул пулать. Раççейри Çемье çулталăкĕнче вĕсем ылтăн туйĕсене паллă тăвĕç.

Июнь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Хирти Пикшикри Асадулла Мавлетовичпа Резеда Зарифзяновна Бурнашевсем пĕрлешни 65 çул çитет, Шăнкăртамри Миназим Сабирзяновичпа Гельзиган Сафиулловна Куряковсем, Кивĕ Ахпỹртри Алексей Константиновичпа Вера Евстафьевна Митрофановсем икĕ пиллĕклĕ çемье юбилейĕн савăнăçне çывăх çыннисемпе пайлĕç. Изумруд туя кĕтсе илекен хисеплĕ ватăсем пурте нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика