Мухтанас та, савāнас та килет ял çыннисемпе!

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2024, 06:53 Просмотров: 194

Пирēн ял пысāках мар пулсан та, тепӗр пысāккинчен те ирттерет. Пултарулāхēпе те, ēçченлēхēпе те.

Раççeйре ятарлā çaр операцийē пынā вӑхӑтра пирēн ялти 12 çeмьере ашшē-амāшè, мāшāрē , ачисем  тата тāванēceм чāтāмсāр çaк хаяр вāрçā чарāнасса кēтеççē. Ял-йыш та салтаксене мēн кирлē таран пулāшас тесе тāрāшать. Укçа-тенкē пуçтарса сеткāсем çыхаççē. Çaк ēçe  чи малтанах Сергей Тарасов пуçларē. Сеткине çыхмалли станокне хатēрлесе парса, япалисене илсе пире ҫак ēçe вēрентрē, леçме çÿрет. Патāрьелēнчен Украинāна ачасем патне кирлē япаласем илсе кайса паракан волонтëрсем пур иккене пурте пēлеççē ха, çaвсемпе пēрле çÿреççē пирēн хастар çынсем. Тепри вара вāл Чечен вāрçин ветеранē _ Владимир Положин. Хāйне пēр шеллемесēрех Украинāри ачасем патне вēceне кирлē япалисене часрах илсе çитерсе пама тāрāшать. Владимир хамāн шāллāм пулнипе, йēркеллē çаврāнса киличченех āшāм-чикēм çyнать. Турри çyлēceне yçca пытāрах тесе кēл тāватāп. Федор Логунов ятарлā çар операцине хутшāнакансем валли хāйēн машинине парса яни – чāнласах та ялта ырā чēреллē çынсем нумай пулнине çирēплетет.

Çyлталāкӗпех  ялти клуба халāх сетка çыхма утать. Паянхи куна 90 сетка çыхса  парса янā тата 10  сетка çыхмалли пур. Василий Лепëшкин Шупашкартан сетка çыхмалли пусмине илсе килсе парса тāрать.

Сетка çыхма çÿреме чāнах та вāхāт та, сывлāх та, вāй-хāват та кирлē. Яланах çÿрекен çынсем питē нумайāн. Çaмрāксем анчах мар, 70 çyла çитсе пыракан, yнтан иртнисем те пур. Вēceнчен пēри вāл Людмила Галкина. Пēр кун сиктерми утать ял клубне. Ачасемшēн питē кулянать. Сетка çыхма çÿремен çынсемшēн те пāшāрханать. Ялта пyрāнакан халāх кāна мар, кунта çyралса ÿcce, ялтан тахçанах тухса кайнā çынсем хастаррāн ēçе хутшāнса пулāшса пыраççē. Патāрьел муниципалитет округēн депутачē Решит Санзяпов та яланах ял халāхне пулāшу парсах   тāрать.

Тамара Соловьева,

Треньел ялēн старости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика