Ленинград облаçĕнче велосипед спорчĕн - маунтинбайк дисциплинин "кросс-кантри марафон" енĕпе чемпионат иртнĕ. Раççей шайĕнчи ăмăртусенче Челябинск облаçĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Нăрваш-Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Кристина Ильина ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Валерий Афанасьев тренер патĕнче пĕрремĕш хăнăхусем илнĕ ентешĕмĕр 84 километрлă дистанцире пурне те кая хăварма пултарнă. Начар мар ăмăртнă Çĕрпỹ округĕнчи "Асамат" спорт шкулĕн стадионĕнче шкул ачисем хушшинче "Президент тупăшăвĕсем" спорт фестивалĕ йĕркеленĕ. Унта ялсенчи 15 тата хуласенчи 12 команда ăмăртнă. Патăрьел муниципалитет округĕн чысне Нăрваш-Шăхаль вăтам шкул команди хỹтĕленĕ. Сăмах май каласан, çак ушкăн хамăр тăрăхра йĕркеленĕ этапра мала тухнă пулнă. Хальхинче те вĕсем начар мар ăмăртнă, ял командисем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă.
Александр ИВАНОВ
Август 2026 |
