Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун Патăрьел муниципалитет округĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафонпа килĕшỹллĕн "Аслисем - кĕçĕннисене" ыр кăмăллăх акцийĕ старт илчĕ.
Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн çуллахи сценинче (сăмах май çакна та пăлартса хăвармалла: шăпах ăна ыр кăмăллăх марафонĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе хута янă) шкулта вĕренекенсемпе ача садне çỹрекенсен уявĕ пулчĕ. Çитĕнекен ăрăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Ашшĕсен канашĕн ертỹçи Николай Андреев саламларĕç. Ыр кăмăллăх акципе килĕшỹллĕн марафона хутшăнса хăйсен тỹпине хыврĕç. Пуçарăва ырласа депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, фермерсем, предприяти-организаци ертỹçисем, ачасен ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем те QR-кодпа телефон урлă укçа куçарчĕç. Унта кашнийĕ хутшăнма пултарать. Кăçал пухмача пухăннă укçа-тенке Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Малашлăх теплици" тунă çĕре усă курасшăн.
Илĕртỹллĕ юрă-ташă, интерактивлă лапамри мастер-классем ачасенче ăшă туйăмсем çуратрĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юмахсен сăнарĕсене куç умне кăларчĕç.
Кунĕ хĕвеллĕ те ăшă тăчĕ. Чăн чăнах çулла çитнине систерчĕ çакă.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Апрель 2025 |