ХАЛЬХИ вăхăтра Патăрьелĕчи кану паркĕнче ачасемпе, çемьепе уçăлса çỹреме те, канса ларма та, выляма та кăмăллă. Иртнĕ çул обществăлла территорие "Хула хăтлăхĕ" проектпа килĕшỹллĕн тирпейлесе капăрлатрĕç. Кунта брусчатка сарчĕç, куракансен лапамне те хăтлăлатрĕç, сценăна çĕнетсе илемлетрĕç, ача-пăча лапамне пуянлатрĕç тата ытти те. Ял халăхне культурăллă канма мĕн пур услови пулни савăнтарать.. Çынсен ырлăхĕшĕн пурнăçланă ĕçе хисеплесе паркра тирпей-илем çеç тытса тăмалла пек. Анчах ун пек мар çав....
Çак кунсенче çеç социаллă сетьре виçĕ арçын ача (йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен, ашшĕ-амăшĕн, учительсен вĕсене шута илме сăнĕсем те курăнаççĕ) кунти сценăна илемсĕрлетме, çĕмĕрме хăтланас тĕллевпе (çаплах шутламалла) çỹллĕ профнастил карта çине хăпарса кайнине кăларнăччĕ. Усал ĕçе ăнлансах, пĕлсех тăвакан ачасем юрă-ташă ăстисен сценине çĕмĕрсе киленĕç илеççĕ-ши? Таврана илем кỹрекен япалана, ĕçе сĕмсĕррĕн ватма мĕнле хăю çитет-ши?
Август 2026 |
