Уяр çанталăкра уйрăмах пушартан асăрханар

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2024, 19:21 Просмотров: 373

ÇУЛЛАХИ уйăх хăйĕн вырăнне йышăнчĕ темелле. Умра шăрăх та хĕвеллĕ кунсем пайтах пулĕç-ха. Çавăнпа та Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков пурне те кил-хуçалăхĕнче типĕ çанталăкра вут-кăвар тухасран питĕ асăрханма, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтать. Пĕчĕк шăпăрлансене килте пĕччен хăварни те пысăк теветкеллĕхпе çыхăннă.

Кăçалхи пилĕк уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 20 пушара (иртнĕ çул 21 пулнă) шута илнĕ. Юлашкинчен Шăнкăртамри Нариман урамĕнчи хуçалăхра пушар тухнă. Инкекре хуралтăсем çунса сиенленнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика