Ашшĕпе ывăлĕ те старта тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:30 Просмотров: 294

 Çак кунсенче Хусанта хăвăрт утас енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентешĕмĕр, Треньелĕнче çуралса ỹснĕ Раççей тĕнче класслă спорт мастерĕ Кирилл Фролов та старта тăнă, чи вăйлă чупакан спортсменсемпе 20 çухрăма парăнтарса финиша улттăмĕш кĕнĕ.

 Унăн ашшĕ, Михаил Фролов та, Хусанта юбилейлă, вуннăмĕш марафона хутшăннă. Пысăк шайра, çивĕч тупăшура иртнĕ вăл. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 30 пин ытла спортсмен вăрăм дистанциллĕ трасса çинче хăйсен спортри пултарулăхне, чăтăмлăхне тĕрĕсленĕ. 57 çулхи шалти ĕçсен службин ветеранĕ 21 çухрăма 1 сехет те 33 минутра чупса тухса кăтартуллă ушкăна лекнĕ.

- Çулсем иртсе пынине пăхмасăр спортран уйрăласшăн мар-ха. Пысăк шайри марафонсене те, чемпионатсене те кăмăлтан хатĕрленсе хутшăнатăп. Çитĕнỹ тар тăкмасăр пулмасть. Куллен 20 е ытларах çухрăм та хыçа хăваратăп, - тет сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан Михаил Васильевич.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика