Магазин умĕнчи путăк-шăтăк илем кỹмест таврана

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:29 Просмотров: 362

Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариатне хирĕçех вырнаçнă "Первый пенный" магазин умнелле автомашинăсем пăрăннă чухне пĕри те тепри питĕ ерипен, асăрханса çеç пыраççĕ. Унсăрăн майĕ те çук. Мĕншĕн тесен унта кустăрмасăр юлма та, инкек курма та пулать. Лупашкисем "Амур юхан шывĕн хумĕсем" евĕр тарăн тесе хаклас килет. Çуран çỹрекенсен те асăрханулăха çухатмалла мар, такăнасси те пулĕ. Суту-илỹ лавккин кантăк умне патшалăх е муниципалитет округĕ пырса тирпей тумалла-ши? Çавăн пекех кĕнĕ çĕрти картлашкин плиткисем те хăйпăнса пĕтнĕ...

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика