Ĕçре маттуррисем - хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:28 Просмотров: 260

- Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи 12 ушкăна 280 пепке çỹрет. Вĕсемпе 20 педагог ĕçлет. Çиччĕшĕ аслă категориллĕ. Вун пĕрĕшĕ - пĕрремĕш. Парта хушшине ларма 55 ача хатĕрленет, - тет ача сачĕн заведующийĕ Алена Горшкова. - Мĕн тери телей вăл ачасемпе ĕçлесси. Кирек хăшне те çупăрлас килет. Вĕсен ăшши чуна ăшăтать. Çĕр тĕрлĕ ыйту параççĕ ачасем. Пĕлесшĕн çунаççĕ. Вĕсемпе нихăçан та кичем мар.

Çак шухăша кĕçĕн ушкăна çỹрекен ачасемпе ĕçлекен Светлана Рубцова воспитательница та çирĕплетет.

 Пĕчĕкскерсемпе ĕçлеме чăн та чун ăшăлăхĕ, çепĕçлĕх, пултарулăх... кирлех. Хĕвел ăшшине уçăлма тухнăскерсем пĕри, тепри йăпшăнать воспитательница çумне. Пушмакне лайăх çыхайманни те, курткине çаклатса пĕтерейменни те, калпакне кутăнла тăхăнни те пур вĕсен хушшинче. Черетпе тирпейлесе пычĕ Светлана Владимировна. Унтан ушкăна çаврашкана тăратса тĕрлĕ хускану тутарчĕ. Малалла икке пайланса вăйă выляма пуçларĕç.

Хăш-пĕр çынра Турă панă пултарулăх пур, теççĕ. Светлана Владимировнăра та вăл тапсах тăрать. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн квалификацие улăштаракан курса çỹренĕ вăл. Унтанпа, 2012 çултанпа, садикре ĕçлет, виççĕмĕш выпуск хатĕрлет. Галина Иванова, Валентина Гаврилова, Ирина Тихонова аслă воспитатель пулăшнипе ĕçе хăвăртах хăнăхнă.

Паян садикре, муниципалитет округĕнче ачасемпе иртекен кирек хăш мероприятинче те курма пулать Светлана Рубцовăна. "Çулталăк воспитателĕ" конкурса явăçса призер пулчĕ вăл. Садикре агролабораторие уçма шут тытнă хастарсенчен пĕри. Мультстуди ĕçе хута яма та явăçрĕ. Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн хастар членĕ те, муниципалитет округĕнчи тĕп библиотека çумĕнчи "БиблиоАнне" клубăн хастар членĕ те вăлах. Унăн занятийĕсенче пĕр хутчен çеç мар мастер-классем йĕркелет. Сăмах май çакна та палăртмалла: воспитательница ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрлехи мероприятисем сахал мар ирттерет. Çакă çиттĕннисене ывăл-хĕрĕпе ытларах ларма, вĕсемпе килте вăхăта усăллă ирттерме хăнăхтарма май парать.

- Ушкăна 23 ача çỹрет. Ашшĕ- амăшĕ пурин те кăтартуллă. Ачисен камран тĕслĕх илмелли пур. Ывăл-хĕрĕ те, аслисем те çĕннине, интереслине кăмăллаççĕ, - тет Светлана Владимировна.

Ĕçре те "анне", килте те анне вăл. Асли тĕп хулари медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçе вырнаçнă. Пĕлĕвне тата малалла тăсас ĕмĕчĕ те пур. Иккĕмĕшĕ - Кира - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрет. Çамрăк армеецсен командирĕ. Кăçал муниципалитет шайĕнче иртекен "Орленок" тата "Зарница" вăйăсенче "Зарничниксем" иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

 Çĕмĕрле хулинче пулнă конкурсран вара виççĕмĕш вырăнпа таврăнчĕç. Кĕçĕнни - Ксения - садике çỹрет. Амăшĕпе пĕрле куллен унта утать. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри тирпее, йĕркене хăнăхса ỹсеççĕ.

Ĕçе явăçма та аслисем кăтартса пыраççĕ. Çакна Светлана Рубцова та çирĕплетет. Йышлă ачаллă çемьесенче шăпах çак йĕрке хуçаланать. Садике çỹрекеннисенчен пилĕкшер, виçшер ачаллисем те пур. Аслисем Светлана Владимировна патне çỹренĕ пулсан, вăталлăххисем е кĕçĕннисем ун патне лекнисем те пурах. Ку хутĕнче те Корнеевсеннипе Каштановсен ун ушкăнне çỹреççĕ. Ĕçре пĕрле тăрăшакансемпе ăнланса вăй хуни пĕлтерĕшлĕ. Наталия Кириллова воспитатель пулăшуçипе кăмăллă вăл. Ачасем валли юмахсем вуланă, кĕске сыпăксем лартнă чухне те пĕрне пĕри улăштараççĕ. Пуканесемпе чĕрчунсен кỹлеписем çителĕклех садикре. Пукане спектаклĕсене килĕштереççĕ ачасем.

- Шанчăклă çитĕнекен ăру ỹстерес тесен ĕçлемелле те ĕçлемелле. Çимĕçĕ вара курăнатех. Кăçал Çĕнтерỹ кунне шкул çулне çитмен ачасен парадне ирттертĕмĕр. Мĕн тери лайăх пулса тухрĕ вăл. Муниципалитет округĕнчи çуллен иртекен ачасен Акатуй-Сабантуйне те сахал мар хатĕрленетпĕр. Ачасене хỹтĕлемелли кун та пирĕнсĕр иртмест. Чыслă хăнасене те садикре кĕтсе илетпĕр. Çакă мар-и воспитательницăсен тăрăшуллă ĕçĕ?- тет садик ертỹçи Алена Александровна.

- Çакăн пек тимленĕрен садикри ушкăнсем тулли пулаççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ кунта ĕçлекенсене хисеплеççĕ. Малашне те йыш чакмасса шансах тăратпăр.

 Çак сăмахсен çумне нимĕнех те хушаймăн.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика