Хунавсем çитĕнĕç хĕвел ăшшипе

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:10 Просмотров: 300

Шыв çỹлелле хăпарнă май унăн тумламĕсем хĕвел çинче тĕрлĕ тĕслĕ курăнса асамат кĕперне аса илтереççĕ. Сăнаса тăма питĕ кăсăклă.

 - Юлашки çулсенче çанталăк типĕтăнăран вăрăран тухакан тата сыпнă хунавсем вăй илсе кайччăр тесе шăварма пуçларăмăр. Пĕлтĕр ятарласа шăваракан икĕ хатĕр туянтăмăр. Кунта унччен те тумламлă шăварупа усă курнă-ха, халь эпир çỹлтен саптарар терĕмĕр. Шыв трассине çĕнетме тата вăрăмлатма тиврĕ. Плотина çывăхне насус станцине вырнаçтартăмăр. Унта Сергей Тихонов тăрăшать. Вăлах хуралта та тăрать, - терĕ хуçалăхпа паллаштарнă май Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн директорĕ Александр Чащин. Сăмах май, Александр Валерьевич питомникре иккĕмĕш çул вăй хурать. Вăл Крымра çуралса ỹснĕ, юрист профессине алла илнĕ. Юлашки курссенче куçăмсăр майпа вĕренме, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланă. 2007 çулта диплом илнĕ, анчах чунĕ вара унăн çĕр патнех туртнă. Паян хăй пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹкĕнмест, кăмăллă çеç.

Улма-çырла питомникĕн 500 гектар çĕр, унтан пĕрчĕллĕ культурăсем - сĕлĕ, урпа, çурхи тулă - 250 гектар йышăнаççĕ. Ытти пайĕнче çĕр çырли, хурлăхан, хăмла çырли тата ытти тĕмсем те çитĕнеççĕ. Пан улми сачĕ те пĕчĕк мар. Çавăн пекех сутлăха пан улми, груша хунавĕсене хатĕрлеççĕ. Вĕсене вăрăран акса ỹстереççĕ, кайран вара сыпса тутлă çимĕç памалла тăваççĕ. Хунавсене республикăран кăна мар, ытти регионсем те туянаççĕ. Патăрьелĕнче тата канмалли кунсенче Канашра, Шупашкарта çамрăк йывăçсене сутаççĕ.-

Çырласене ăçта вырнаçтарассипе те йывăрлăх çук. Округра пурăнакансемсĕр пуçне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ çимĕçе Уфаран, Чулхуларан пысăк партисемпе хапăлласах килсе илеççĕ. "Магнит", "Лента" суту-илỹ çурчĕсем те çыхăну тытма хирĕç мар.

Паян ял хуçалăхĕнче те çĕнĕ технологипе, хăватлă техникăпа, сахал йышпа ĕçлеме тăрăшаççĕ. Питомникре хальхи вăхăтра 24-ăн вăй хураççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ кунта нумай çул тимлет. Çырла пухассине механизациленĕ. Хурлăхана ятарлă икĕ комбайн пуçтарать, пĕрне пĕлтĕр çеç туяннă. Çавăн пекех МТЗ-1523 трактор та иртнĕ çул хутшăннă.

Акнă-лартнă культурăсенчен пысăк тухăç илес тесен тăпра пулăхлăхне те ỹстермелле. Питомник 192 гектара акшар çăнăхне сапма палăртнă. Çитменнине тăкакшăн патшалăх субсиди парать. Хуçалăх аталантăр тесен кашни ĕçе вăхăтра тумаллине кунта лайăх ăнланаççĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика