Тĕп ыйту - иртнĕ çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:02 Просмотров: 543

Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвне унăн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ. Кун йĕркипе пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри - Патăрьел муниципалитет округĕ 2023 çулта бюджета мĕнле пурнăçлани. Çакă хăй тытăмлăх органĕнче çĕнĕ улшăну тунă тапхăрпа, районтан округ, поселенисенчен территори пайĕсем, пĕр бюджет туса хунă хыççăнхи пĕрремĕш çулталăк пулчĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова пĕлтĕр бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Бюджетăн тупăш пайĕ 1 миллиард та 165 миллион тенкĕ, расхут пайĕ 1 миллиард та 167 миллион тенкĕпе танлашнă. Маларахри çулпа танлаштарсан территори пайĕсенчи хастарлăх, пуçару бюджечĕн тỹлевĕ виçĕ хут пысăкланнине, бюджет тивĕçтерĕвĕ ỹснине палăртрĕ Светлана Алексеевна. Муниципалитет округĕнчи халăх пурнăçне хăтлăлатма хыснана налук чи нумай кĕртнĕ топ-20 организаци е предприятисемпе, кашни отрасльпех тунă çитĕнỹсемпе, бюджета тата ытларах пуянлатмалли тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.

Ларура администрацин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата хăтлăх управленийĕн строительство тата архитектура секторĕн заведующийĕ Виктор Ижедеров Патăрьел муниципалитет округĕнче çĕрпе усă курмалли, унта строительство ĕçĕсем пурнăçламалли йĕркесемпе, Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕсене хăтлăлатмалли çинчен калакан правилăсене çирĕплетесси çинчен депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки тухса калаçрĕ.

Депутатсем ларура "Патăрьел муниципалитет округĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" кăкăр çине çакмалли паллăна пĕр саслăн çирĕплетрĕç.

Çавăн пекех вĕсем Патăрьел округĕн хисеплĕ гражданинне те палăртрĕç. Сумлă ята ĕçпе спорт ветеранĕ Иван Хитров тивĕçрĕ. Иван Федоровича Акатуй-Сабантуйра чыслĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика