ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрцийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси членĕсемпе профилактика субъекчĕн, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем тăтăшах нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ. Хальхинче вĕсем комисси председателĕ Светлана Чернова ертсе пынипе икĕ ушкăнпа тата территори пайĕн ертỹçисемпе, шкулсен представителĕсемпе каçхи рейда тухнă, суту-илỹ магазинĕсем çул çитмен ачасене чикарккă, эрех-сăра сутнине, вĕсем 22 сехет хыççăн урамра хăйсем тĕллĕн çỹренине, йĕркене пăхăнмасăр мопедсемпе ярăнса саккуна пăхăнманнине тĕрĕсленĕ, тĕл пулнисемпе калаçу ирттернĕ, çирĕп асăрхаттарнă, йĕрке хуралçисен хăш-пĕрин пирки протокол та çырма тивнĕ.
Август 2026 |
