Çĕр çинчи çĕр профессирен пĕри - сцена ăсти

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2024, 09:00 Просмотров: 266

ТВОРЧЕСТВО çыннисен ăсталăхĕ, сцена çинчи пултарулăхĕ куракана савăнтарать те, лăплантарать те, пăшăрхантарнă самантсем те пулаççĕ... Тĕрлĕ сăнара калăплама, артист пулма пачах та çăмăл мар пулин те, çак професси сумлă та, пархатарлă та. Хальхи вăхăтра артист пулма ĕмĕтленекен хĕрсемпе каччăсем валли (16-21 çулсенчи) ырă хыпар пур. Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнче Борис Щукин ячĕллĕ Мускаври Театр институтне тĕллевлĕ курса вĕренме илме итлев ирттереççĕ. Чăваш театр студийĕнче пĕлĕвне малалла тăсас текенсене ятарлă комисси июнĕн 5-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре Юхмапа Пăла тăрăхне килсе вĕсен сцена çинчи пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ хаклать. Паллах, унсăр пуçне выпускниксен вырăс чĕлхипе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытмалла. Кăçал 10 класран вĕренсе тухнисене те çитес çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренỹ çулталăкне пуçлама хатĕрлев курсне илме пултараççĕ. Пирĕн тăрăхра юрра-ташша маçтăр, сăвă калама, спектакльте выляма юратакан сахал мар. Çак ыйту шăпах вĕсене кăсăклантармалла.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика