Унăн авторĕ Туçара пурăнакан Галина Мулюкова. Галина Васильевнăн виççĕмĕш кĕнеки çакă. Маларах "Мăшăрăма", "Мĕн кирлĕ-ши чĕреме?" ятсемпе пичетленнĕччĕ.
Авторăн малтанхи сăввисем районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра кун çути курнă.
Вăтаел хĕрĕ Туçари вăтам шкулта пĕлỹ пухнă хыççăн Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче ветеринара вĕреннĕ. Унтан сысна фермин заведующийĕнче ĕçленĕ.
1990 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех Туçари "Сар хĕвел" ача сачĕн хуçалăх заведующийĕнче вăй хунă.
Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ унăн. Сăвăсем çырнипе çеç çырлахмасть. Çĕр ĕçĕпе те ĕçлет. Мăшăрĕпе выльăх-чĕрлĕхне те тытаççĕ. Тĕрĕ ăсти те. Кил-çурта илем кỹреççĕ алă ĕçĕсем. Парнелĕх ăсталанисем те чылай. Вĕтĕ шăрçапа хатĕрленĕ чăваш тумлă пуканисене ют çĕршыв делегацийĕ таранах панă.
Çичĕ теçетке тултарать пулин те ялти "Çăлкуç" ансамбле те хаваспах çỹрет. Концертсемпе тĕрлĕ яла çитнĕ.
Кĕнекере авторăн 50 ытла сăвви пичетленнĕ. Сăн ỹкерчĕксем те илем кỹреççĕ. Галина Васильевнăна хисеплесе Мария Табаковăпа Алевтина Кузнецова çырнă сăвăсем те вырăн тупнă. Автор сăввисемпе композиторсем юрăсем те кĕвĕленĕ. Поэзи каçалăкĕнче ăна ăнăçусем çеç сунатпăр.
Август 2026 |
