Сăваплă вырăн ялан тирпейлĕ курăнтăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2024, 12:21 Просмотров: 141

ХАЛЬХИ вăхăтра территори пайĕсенчи ялсенче субботниксем ирттерес, урамсемпе тăкăрлăксене тасатас, йывăçсем, чечексем лартса капăрлатас ĕç пырать. Чылай çĕрте сăваплă вырăна, масара тата унăн территорине хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе те тимлеççĕ. Иртнĕ вырсарникун, акă, Тури Туçасем çĕнĕ староста Геннадий Салмин ертсе пынипе ял масарĕнче пысăк субботник ирттернĕ, хуçăлнă тирексене каснă, хăрăк-турата, вилтăприсем хушшинчи хыт-хурана тасатнă. Туçа территори пайĕн пуçлăхĕ Алена Мальцева ытти ялсенче те çак кунсенчех çакнашкал субботниксем ирттересси пирки пĕлтерчĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика