Мопед е мотоцикл çул çитмен ача валли мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2024, 12:11 Просмотров: 158

 ЮЛАШКИ вăхăтра Патăрьелĕнче çеç мар, ытти ялсенче те мопедпа, мотоциклпа кĕрлетерсе çỹрекен çул çитмен çамрăксене час-часах курма пулать. Тепĕр чухне вĕсем пуçне каска та тăхăнмаççĕ. Ун хыçĕнче ларса пыраканни те çара пуçах... Ăçта васкаççĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕр мĕн сăлтавпа çил пек вирхĕнтерсе çỹреççĕ çакскерсем? Ашшĕ-амăшĕ мĕншĕн çавăн пек теветкеленме ирĕк парать?.. Çак темăпа ГИБДД сотрудникĕсен те, профилактика субъекчĕсен те çине-çинех ыйту çуралать.

Ачисен хăтланăвĕшĕн вара ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет. Муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче те амăшĕсенех питне хĕретме тивнĕ. 18 çул тултарман ачасем водитель прависĕр автотранспортпа ярăнса çỹренĕшĕн вĕсене айăпланă, штраф тỹлеттернĕ. Тĕрĕссипе ăна та тỹлĕç-ха. Анчах çакна та манмалла мар: енчен те çул çитмен ача ĕмĕрлĕх сусăрланса юлсан е пăтăрмах синкерлĕхпе вĕçленсен (ун пекки ан пултăрах) çывăх чавсăна та çыртаймăн. Çавăнпа та ачасене мопед туянса савăнтарма, кăмăлне тупма, вĕсене юрама ан васкăр!

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика