Килĕшỹллĕ çемьере ăнăçу ялан юнашар

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2024, 17:51 Просмотров: 163

Нăрваш Шăхалĕнчи Белковсем пурăнакан пỹрт хĕлле юмахри кермен пекех курăнать. Кăçал вĕсем Патăрьел муниципалитет округĕ йĕркеленĕ "Хĕллехи фантази" конкурса хутшăнса "Çывăхри территорие чи лайăх капăрлатакан" номинацире иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

- Пирĕн çемьере Çĕнĕ çул умĕн çурт-йĕре илемлетесси йăлана кĕнĕ. Аттепе анне те, мăшăрпа ачасем те хаваспах хутшăнаççĕ, - тет Павел Белков.

1982 çулта çуралнă çамрăк арçыннăн алли-ури ылтăн. Вăл хăш япалана та тытса пурнăçлать. Хĕллехи вăхăтра Нăрваш Шăхаль территори уйрăмĕнче газ операторĕнче тăрăшать. Çулла вара уйрăм çынсене шыв кĕртсе парать, ăшă пăрăхĕсене вырнаçтарать. Сварка тумалла пулсан та çынран пулăшу ыйтмасть, хăйех пурнăçлать. Çавăн пекех трактор рулĕ умĕнче те ăна час-часах курма пулать. Хуçалăхăн пилĕк гектар çĕр пур. Унта севок, выльăх валли урпа, чĕкĕнтĕр-кишĕр ỹстереççĕ, сухан тата чĕкĕнтĕр вăрлăхĕсене туса илеççĕ. Çĕрпе ĕçлеме МТЗ-82 тата Беларусь-320 тракторсем, кăкарса çỹремелли хатĕрсем пур. Вĕсене Белковсем хăйсен вăйĕпе туяннă. Севок туса илсе сутнă укçа малтанхи вăхăтра шăпах техника туянма кайнă.

- Асаннен шăллĕ ылтăн алăллă пулнă, тет. Мана çавна пăхнă теççĕ. Аттепе аннен те ăсталăхĕсем пур. Вĕсем иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи професси училищинче, халĕ агротехникум, вăй хунă. Студентсене хăйсем суйласа илнĕ профессие хăнăхма пулăшнă. Паян иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Çĕр çинче пĕрлехи вăйпа тăрăшатпăр. Тракторпа атте те час-часах çỹрет, - тет Павел.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă, аслă пĕлỹ илнĕ арçын пĕр вăхăт Шупашкарта та пурăннă, ĕçленĕ. Мускава та çỹренĕ, анчах чунĕ тăван тăрăхах туртнă. "Ялти çынсем уçă, кăмăллă, хулара вара ун пек мар", - тет вăл.

Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕçсем те кал-кал пыраççĕ. Павел Иванович мăшăр пулма Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Кивĕ Чукал хĕрне суйланă. Инна Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта поварта тăрăшать. Çемьере тăватă ача: виçĕ ывăлпа пĕр хĕр. Ваня Шупашкарти пĕр колледжра вĕренет, Арсений - 6, Алеша тăваттăмĕш класа çỹреççĕ. Лера кăçалхи сентябрьте пĕлỹ çурчĕн алăкне уçма хатĕрленет.

Çамрăксем Çĕньялта çурт туяннă. Ăна хăйсене килĕшнĕ пек аслăлатнă, хитрелетнĕ.

- Павел Белков Çĕньял ялĕн пурнăçне те хастар хутшăнать. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли укçа пуçтарнă чухне айккинче юлмасть. Пĕлтĕр Анат Тăрмăшĕнчи клубăн котельнăйĕнче ăшăтакан система çĕмрĕлме пуçланăран ăна юсама ыйтрăм. Пĕр сăмахсăрах сварка туса сыпăнтарчĕ, тирпейлерĕ, - тет Çĕньял территори пайĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова. Нăрваш Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Мария Кошкина та Белковсен çемйи тĕслĕхлисенчен пĕри пулнине палăртрĕ

. Ольга ПАВЛОВА

Çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕкре: Белковсен çемйи

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика