Шăхач территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Чементе çак вырăнта яланах тăрна куç пек шыв тапса тăнă. Анчах ку таранччен вăрман хĕрринчи илемлĕ уçланкăра çакнашкал хăтлăх пулман. Ялти ватă çынсен, уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе иртнĕ çул çак çăла тĕпĕнченех тасатса сарлака бетонран хатĕрленĕ пăрăх янă, унта шыв ăсма вĕренпе витре çакнă... Çакăнтан пуçланнă Кĕçĕн Чеменсен ырă та пархатарлă, сăваплă ĕçĕ.
Хальхи вăхăтра вара территори пайĕн начальникĕ Лилия Кутузова тăрăшнипе вырăна чăннипех те кану вырăнĕ евĕр туса хунă: малтанах лапама тирпейлесе тасатнă, пусса тата хăтлăлатнă, тăррине витнĕ, хупăлчине туса хунă, йĕри-тавра çатан карта тытнă, валак туса шыв юххине ăсталанă, йывăçран çаврашкасем касса утма çул сарнă, ларса канма сак вырнаçтарнă, çеçкесем те лартма ĕлкĕрнĕ...
- Çак илеме пурне те халăх вăйĕпе, вĕсен хастарлăхĕпе турăмăр. Халĕ вăл пирĕншĕн кану вырăнĕ. Малашне те мĕн авалтанпах çĕр айĕнчен тапса тăракан тăрна куç пек çăлкуçа типме çеç парас марччĕ, ăна малашне те пĕрлехи вăйпах пăхса, тирпейлесе тăрасчĕ,- тет территори пайĕн пуçлăхĕ Лилия Владимировна.
Сăмах май каласан, çак кунсенче çеç православи тĕн йăли-йĕркипе çăлкуçа тасатса сăвапланă. Мероприятие Кĕçĕн Чемен ял çыннисем, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - коммуналлă хуçалăх тата ресурс тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ Николай Андреев, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов хутшăннă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче çăлкуçсем, обществăлла пусăсем, кỹлĕсем сахал мар. Пысăк хастарлăхпа пурте Шăхачсем евĕр кар тăрса вĕсене хăтлăлатни вара хамăр пурăнакан тавралăха илем çеç кỹрĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
