Юхмапа Пăла тăрăхĕ пурне те тарават

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2024, 17:50 Просмотров: 164

Ютран килекенсене, çавăн пекех хамăр тăрăхрисене те округпа тĕплĕнтерех паллаштарма туризм пулăшать. Муниципалитетра вара кăтармалли сахал мар: Турханта çуралса ỹснĕ, тĕнчипе палăрнă художникăн Афанасий Кокелĕн, Патăрьелĕнче Алексей Талвир çыравçăн çурт-музейĕсем, Тикеш хулашĕ тата ытти те пур. Çывăх вăхăтра вара агротуризм бази те ĕçлесе каймалла. Вăл "Туризм тата тараватлăх индустрийĕ (Туризм и индустрия гостеприимства)" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Шăнкăртамри Марат Валеев фермер хуçалăхĕ Раççей ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ "Агротуризм" конкурса хутшăнса грант çĕнсе илнĕ. Ял хуçалăх туризмне аталантарма паракан проекта валли 10,8 млн тенкĕ кирлĕ, унтан 8,1 млн тенкине патшалăх уйăрать, условипе килĕшỹллĕн (проект хакĕн 25 процентне) ыттине вара фермерăн хăйĕн хывмалла.

 Марат Валеев пулăшупа усă курса туристсене валли "Лапам" ("Долина") ятлă база уçма тĕллев лартнă, унта хăна çурчĕ, мунча, беседка, спорт тата ача-пăча лапамĕ тумалла, килен-каяна тутанса пăхма çырласемпе пахча çимĕç ỹстермелле, экосукмак хатĕрлемелле тата туристсене лашапа ярăнма вĕрентмелле. Сăмах май, фермер хуçалăхĕ урхамахсем усрать. Вĕсене аш-какая валли ỹстернисĕр пуçне кăмăл туртăмĕшĕн те тытаççĕ: фотосесси валли арендăна тата ярăнма параççĕ.

 Кăшт маларах "Аротуризм" конкурсра Шăнкăртамри Чулпан Пазюкова фермер та çĕнтернĕччĕ. Фермер хуçалăхĕ грантпа паракан 10 млн тенкĕпе тата хăйсем хывакан 3,5 млн тенкĕпе "Тăри" (тутарла "Тургай") кану базине тума пуçăннă. Вăл ялтан инçех мар илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Туристсем хăна çурчĕсенче канма, катамарансемпе тата кимĕсемпе ярăнма, кафере апатланма, маралсем пурăнакан зоокĕтесе, фермăна кайса курма, пĕрлех фермер хуçалăхĕ хатĕрлекен продукцисене туянма пултараççĕ. Пазюковсем выльăх-чĕрлĕх тытнисĕр, аш-какая тирпейленисĕр пуçне вĕлле хурчĕсем те усраççĕ, çавăнпа та хăнасем ульетерапипе те усă курса сывлăхĕсене çирĕплетееççĕ.

Хальхи вăхăтра кунта территорие хăтлăх кĕртессипе, кафене хута ярассипе тăрăшаççĕ. Августра пĕрремĕш туристсене йышăнма хатĕрленеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика