ĂШĂ çу кунĕсем пурне те хаваслăх кỹреççĕ. Ун пек чухне уйрăмах шăпăрлансене, çул çитмен ачасене сар хĕвел урама йыхăрать, шыв хĕррине илĕртет... Çырла пек çанталăкра камăн килти сулхăнра çеç ларас килтĕр-ха? Уйрăмах тата каникул вăхăтĕнче. Акă, çак эрнерен шкул ачисен çуллахи кану кунĕсем пуçланĕç. Хăшĕ-пĕри тĕрлĕрен сменăпа ĕçпе кану лагерĕсенче пулĕ, кукамай-асламăшĕ патĕнче пурăнакансем те тупăнĕç. Кирек ăçта пулсан та аслисен ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки чăн малтан шутламалла. Çавăнпа та вĕсене килте пĕччен, тимлĕхсĕр хăвармалла мар, асăрханмалли йĕркесем, вăл шутра пушар синкерлĕхĕ, москит сеткинчен тĕревленсе кантăкран тухса ỹкме пултарни, пысăккисемсĕр кỹлĕ хĕррине кайма юраманни тата ытти пирки те тĕплĕн ăнлантармалла. Кану кунĕсем пуриншĕн те пăтăрмахсăр иртчĕр.
Август 2026 |
