ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пенсионерсен вырăнти уйрăмĕ (ертỹçи Полина Логунова) çулсеренех тивĕçлĕ канăва тухнисем хушшинче компьютера ăста пĕлекенсен Пĕтĕм Раççейри чемпионачĕн республикăри тапхăрне хастар хутшăнаççĕ. Кăçал та пирĕн делегаци Юхмапа Пăла тăрăхне тивĕçлипе хỹтĕленĕ. Треньелĕнчи Логуновсен çемйи, Патăрьелĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Афанасьев педагог-ветеран арçынсем хушшинче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Сăмах май каласан, Николай Семенович компьютер пĕлĕвне ỹстерсех пырать, çулсеренех республика чемпионатĕнчен çĕнтерỹпе таврăнать. Патăрьелсен чысне Альбина Ахмеевăпа Валерий Салмин та хỹтĕленĕ.
Август 2026 |
