Чăваш писателĕ,Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Федор Александрович Ситов (Çитта) (28.05.1914-27.02.1944) 110 çул каялла Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă.
Ф. Çитта Патăрьелĕнчи педтехникумра, Ленинградри журналистика институтĕнче вĕреннĕ. Учительте, "Пионер сасси" (халĕ"Тантăш") хаçат редакцинче, Чăваш патшалăх издательствинче ĕçленĕ. 1938 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Ленинград çар округĕнчи "Красноармеец" дивизи хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1939-1940 çулсенче шурă финнсене хирĕç çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче "Защитник Родины" дивизи хаçачĕн тĕп редакторĕ пулнă. Вăл Ханко çур утрава тата Ленинграда хỹтĕленĕ тата ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.
Унăн пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем, очеркĕсем хаçатсенче 1930 çулсенче кун çути курма тытăннă. Ентешĕмĕрĕн хайлавĕсем "Юлашки юн тумламĕччен...", "Тăван çĕршывшăн" сборниксенче тата "Фронтри калавсем" кĕнекере пичетленнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Август 2026 |
