Бизнес аталанать - округ вăйланать

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2024, 18:40 Просмотров: 160

 Патăрьел муниципалитет округĕн аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пысăк вырăн йышăнать. Çулталăк пуçламăшне 1244 субъекта шута илнĕ, çакă маларахри çултинчен 6,5 процент пысăкрах. Бизнесра тăрăшакансенчен 1088-шĕ индивидуаллă предприниматель, 155 пĕчĕк предприяти, пĕр вăтам предприяти (Патăрьел райповĕ). Округра уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем 14 пин ытла шутланаççĕ.

Экономика ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ял хуçалăхĕ - 33 процент, уйрăм суту-илỹ - 25, тирпейлекен производство - 14, обществăлла апатлану - 12, строительство - 11, ытти отрасльте 5 процент йышăнаççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕнче ял хуçалăхĕ лайăх аталанса пырать. Кунта 20 ял хуçалăх предприятийĕ, 305 фермер хуçалăхĕ тата хăй тĕллĕн ĕçлекен 2 пин ытла çын шутланса тăрать. Сăмах май, иртнĕ çул 25 фермер патшалăхран 110 млн тенкĕ ытлалăх грант пулăшăвне илнĕ. Çемье фермине аталантарма иккĕшне - 30 млн тенкĕ, 21-шне Агростартап программăпа 71 млн тенкĕ, "Перспектива" направленипе иккĕшне 9 млн тенкĕ панă.

Бизнеса аталантарассишĕн, конкуренцие вăйлатассишĕн муниципалитетра тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Патшалăх пулăшăвне 2023 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринмательлĕхĕн 105 представителĕ 356 млн тенкĕлĕх тивĕçнĕ. 2022 çулта 77 субъект 266 млн тенкĕ илнĕ.

 Предпринимательлĕхрен тĕрлĕ шайри хыснана налук 75 млн тенкĕ кĕнĕ, вăл шутран округа - 29 млн тенкĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика