Ыйтăм пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2024, 18:39 Просмотров: 289

Майăн 17-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 13-мĕшĕччен Раççейре Халăхăн пурнăç условийĕсен комплекслă сăнавĕ иртет. Статистиксен ыйтăмне Чăваш Енри 608 кил-çурта явăçтарасси паллă. Çакна валли суйласа илнĕ хуласемпе 8 муниципалитет шутĕнче - Патăрьел округĕ те пур. Хваттере е уйрăм кил-çурта кĕрсен интервьюерсем чи малтан паспорт тата ятарлă удостоверени кăтартĕç. Анкета хуравĕсем конфеденциаллă, пĕтĕмлетĕвĕсем вара социаллă демографи политикине тĕрĕс тытса пыма тата наци проекчĕсемпе патшалăх программисен витĕмлĕхĕпе усăлăхне хак пама кирлĕ.

 2022 çулта ирттернĕ ыйтăмран унта хутшăннă çынсен 80 проценчĕ хăйсен çурт-йĕр условийĕсемпе кăмăллă пулни паллă. 20 проценчĕ ăна лайăхлатасшăн. Кил хуçи арăмĕсем хăйсен çурчĕсемпе хваттерĕсене лайăх хак панă. Респондентсен 81 проценчĕ кил-çурт çумĕнче ача-пăча лапамĕсем, 60 процент - автомобиле лартмалли вырăн, 46 процент спорт лапамĕсем пурришĕн кăмăллă пулнине палăртнă.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика