ВАТТИСЕМ çуллахи Микуласăр çу, хĕллехисĕр хĕл пуçланмасть теççĕ. Кăçалхи çу уйăхĕ шăпах çакна çирĕплетрĕ. Апрель уйăхĕ ăшăпа савăнтарчĕ, май уйăхĕ вара ку таранччен те пире май пулмарĕ тесен те йăнăш мар. Чылай ял-хулара, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çынсене юр та çуса шар кăтартрĕ, сивви те чылайăшне сăтăр турĕ... Çапах та шанăçпа пурăнатпăр. Майăн 22-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем тĕлĕнтермĕш вăй паракан, ăнăçу кỹрекен çветтуй Николая асăнса чиркỹсенче кĕлĕсем ирттереççĕ. Çак праçник маларах та, каярах та пулмасть, кашни çулах пĕр кунта килет. Хăйĕн хăвачĕпе пулăшакан ыранхи праçник хыççăн сар хĕвел пире савăнтарасса, уй-хир, пахча ĕçĕсем кал-кал каясса шанатпăр.
Август 2026 |
