Ыр кăмăллă арçын таксист мар, машинине ан лар!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2024, 18:22 Просмотров: 167

ÇУРКУННЕ йывăç-курăкпа çутçанталăк çеç мар, хăш-пĕр çынсенче хăйне евĕр "чирсем" те чĕрĕлеççĕ иккен... Пĕлтĕр шăпах çак вăхăтра Патăрьелĕнче вăйпитти пĕр арçын иртен-каян хĕрарăмсене, çул çитмен хĕрачасене те хăйĕн машини çине ларма, вĕсен кăмăлне тупма, савăнтарма, кирлĕ çĕре леçсе яма сĕннине çырнăччĕ. Кăçал каллех çак çын "ĕçе" пикеннĕ. Хальхинче çакскер центрти "Пятерочка" магазин умĕнчех хăйне йăпанмалли çын шырать иккен. Асăрханăр! Вăл таксист мар, çавăнпа та васканă чухне ултавлă машина çине никамăн та кĕрсе лармалла мар. Уйрăмах çул çитмен ачасен вăл ырă япалапа, мĕн те пулин шантарнипе илĕртесрен асăрханмалла. Çак çынна куракансен е пĕлекенсен вара кун пирки чăн малтан редакцие мар (хĕрарăм шăнкăравларĕ), йĕрке хуралне пĕлтермелле.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика