Канаш хулинчи "Локомотив" ФСКара Раççейри мăсăльман тĕн управленийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ. Унта Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен 100 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсем 11 виçе категорийĕпе тупăшнă. Самир Ибетов (50 кг) çĕнтерỹçĕ пулнă (тренерĕВячеслав Спиридонов). Турниртан çĕнтерỹпе таврăннă Тутарстан Республикинче Тукай ячĕллĕ пĕрлешỹ парнисене тивĕçессишĕн кĕрешỹ турнирĕ иртнĕ. Унта "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăннă. Ильшат Купкенов (55 кг) пĕрремĕш, Илнур Яфизов (50) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсем Эльфис Мтиев тренер патне кĕрешỹ секцине çỹреççĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
