Ентеше асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2024, 18:19 Просмотров: 175

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта физика тата математика учительне Агзаметдин Шарафутдинова асра тытса йăлана кĕнĕ шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăна тăванĕсем, юлташĕсем, ялта пурăнакансем, республикăри тутар наци культура пĕрлешĕвĕн пулăшăвĕпе йĕркелерĕмĕр.

Турнира хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - администрацин строительство, çул- йĕр хуçалăх тата тирпей-илем управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикинчи тутар наци культура пĕрлешĕвĕн председателĕ Агзям Шакиров, Тутар Сăкăт территори пайĕн начальникĕ Динар Козлов, шкул директорĕ Гельнур Сабитова, "Слава картофелю" çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕ Хасиат Идиатуллин, студент пурнăçĕнчен çывăхланнă Фидаиль Рахимзяновпа Нурислам Тукаев саламларĕç, пĕр тăван Фэйма аппăшĕ пиччĕшне асра тытнăшăн тав турĕ.

Агзаметдин Шейхутдинович пирĕнтен уйрăлса кайни 18 çул. Кăçалхи турнир вара 16-мĕш хут иртрĕ. Ял халăхĕ вĕрентекене хисеплет, асран кăлармасть.

Агзаметдин Шарафутдинов юлашки çулĕсенче предприниматель те пулнă. Пекарня хута янă. Унта хатĕрленĕ продукцисене ялта çеç мар, ун тулашĕнче те кăмăлтан туянаççĕ. Вăл тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулнă. Шашка-шахматсăр пуçне кубик-рубик вăййине те килĕштернĕ. Статйисем "Юный техник" журналта пичетленнĕ.

 Турнира республикăри тутар ялĕсенчен йышлăн килнĕ. Аслисем шахматла, ачасем шашкăлла вылярĕç. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Шăнкăртамри Наиль Незиров, хĕрарăмсенчен Тутар Сăкăтĕнчи Айсиня Хамидуллина тухрĕ. Шкул ачисем хушшинче Хусантан килнĕ Риназ Мурдеевпа (ашшĕ-амăшĕ пирĕн ялах) Галия Салахова çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Илдар КОЗЛОВ, вĕрентекен

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика