Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чуна тивекен мероприяти иртнĕ - Украинăри ятарлă операцинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Иван Волкова, Николай Сымова, Алексей Михеева, Вячеслав Степанова асра тытса Асăну хăми уçнă.
Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Петров, "Морское братство-союз моряков" пĕрлĕхĕн, Раççейри Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсен канашĕн представителĕсем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, çемйисем, юлташĕсем, ял-йыш хутшăннă.
"Паян эпир Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсене асра тытнине палăртатпăр. Вĕсемпе çĕршыв мухтанать. Паттăрсем ыттисен пурнăçне, çĕр çинчи тăнăçлăха хỹтĕлесе пуçне хунă. Эпир Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене асра тытма тивĕçлĕ. Вилнĕ паттăрсен çемйисен умĕнче пуç таятпăр",- тенĕ Равиль Ямалетдинов.
Вячеслав Степанов паттăрлăх кăтартнăшăн, хăюлăхшăн,"Артемовска ирĕке кăларнăшăн", "Паттăрлăхшăн" медальсене вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ. Наградăсене Равиль Фарахутдинович унăн ывăлне панă. Асăну хăмине уçма хисеплĕ хăнасемпе паттăрсен тăванĕсем тивĕçнĕ. Шăплăх саманчĕ тăнă хыççăн унта чечексем хунă.
Август 2026 |
