Хусан хулинче триатлон енĕпе Раççейре мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Ăмăртăва 650 спортсмен хутшăннă. Кашни виçе ушкăнĕнче утмăлшарăн ăмăртнă.
Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем харкам хăйшĕн тупăшса лайăх кăтартусем тунă. Самира Янешева пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ. Çавăн пекех Самина Мухаметзянова, Сабиль Салихов, Карина Ежова та начар мар ăмăртнă.
Спортсменсен çитĕнĕвĕнче Валерий Платоновпа Светлана Рубцова тренер-преподавательсен тỹпи те пысăк.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
