Инçе çултан - медальсемпе тата парнесемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 18:08 Просмотров: 306

Волгоград хулинче триатлон енĕпе ачасен лигин Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Мускавран пуçласа Владивосток таранччен командăсем тăратнă, 15 регион спортсменĕ хутшăннă. Патăрьелĕнчи спорт шкулĕнчен 12 çамрăк çула тухнă. Вĕсем тивĕçлипе ăмăртнă. Умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçланă. Карина Ежова виççĕмĕш вырăншăн пăхăр кубока тивĕçнĕ. Самира Янешева, Самина Мухаметзянова, Алсу Кучатова, Самира Салихова, Карим Камалдинов, Исмаиль Янтыков, Елизавета Матвеева, Тимур Налиба, Мария Викторова, Анна Заббарова, Сабиль Салихов та лайăх ăмăртнă, финишер медалĕсене, Раççейри триатлон федерацийĕн парнисене тивĕçнĕ.

 Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренерсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ питĕ кăмăллă çакăншăн.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика