Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнине паллă тăвас умĕн Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Тула облаçĕнчи Кимовск хулинчи иккĕмĕш вăтам, Калуга облаçĕнчи Сухиничи хулинчи хушма пĕлỹ паракан ачасен ăсталăх шкулĕсенчи вĕренекенсем, ĕçченсем хушшинче "Шкулсем хушшинчи калаçу: çапăçу çинчен асра тытса" телекĕпер иртрĕ. Пирĕн енчен мероприятие Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, çар учечĕн сĕтелĕн инспекторĕ Л.Юнусова, вырăнти шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова, вĕрентекенсем, Минхайдер Валитов ячĕллĕ çарпа патриотла клуб членĕсем, Хайретдин Айнетдинов тăванĕсем, администраци представителĕсем хутшăнчĕç.
...1941 çулхи вăхăта куç умне кăларчĕç. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче тăшман Мускав хули патнелле талпăннă. Тĕп хулана Тула урлă тухасшăн пулнă. Кунти хỹтĕлев операцийĕ истори страницине çырăнса юлнă. Тăшман ĕмĕчĕ тулайман. Çĕнтерĕве çывхартма Чăваш Ен çамрăкĕсем те сахал мар хутшăннă.
1941 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи призывниксенчен йĕркеленнĕ 324-мĕш стрелоксен дивизийĕ кунта хастарлăх кăтартнă, чылайăшĕ вилнĕ. Тула облаçĕнчи масарта Шăнкăртамри Хайретдин Айнетдинов вил тăпри те пур. Шăпах унăн пурнăçĕ пирки интересленнĕ те шырав ушкăнĕн членĕсем. Минхайдер Валитов ячĕллĕ çарпа патриотла клуб членĕсем тата Ф.Хафизова истори учителĕ вара Хайретдин Салахутдинович пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе ялти ватăсемпе, Айнетдиновсен çемйипе калаçу пуçарнă. Музейри документсене тĕпченĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн архивĕпе çыхăннă. 1936-1942 çулсенчи хуçалăх кĕнекисене çĕкленĕ. Социаллă сетьсене тухнă. Тăрăшуллă ĕç акă мĕн палăртма май панă: Хайретдин Айнетдинов 1900 çулта çуралнă. Кзыл Камыш ял çынни пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Унăн тăванĕ Сириня Хайдяровна палăртнă тăрăх, вăл 1941 çулта Тула облаçĕнчи Кимовск хули патĕнче вилнĕ.
Паттăрсене асра тытас тĕллевпе малалла та ĕçлесшĕн ачасем. Полкра, дивизинче çапăçнă çынсем пирки тĕпчесшĕн. Шкулсем хушшинчи туслă çыхăнăва тăсас ĕмĕтлĕ.
Паянхи мирлĕ пурнăçшăн пуçне хунă паттăрсене асра тытса телекĕпер çыхăнăвне хутшăннисем пĕр самант шăп тăнă.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
