Кĕнекере кун çути курĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 18:07 Просмотров: 214

 "Вăрçă ачисем" тата "Мăнуксем вăрçă çинчен" республика акцийĕпе пуçарнă конкурса шкулсенчи вĕренỹ учрежденийĕсенчен 1519 ĕç кĕнĕ. Вăл шутран "Вăрçă ачисем"пе - 582, "Мăнуксем вăрçă çинчен" - 937. Вĕсенчен çĕр ĕçне эксперт комиссийĕ кĕнеке кăларма суйласа илнĕ. Çак йыша Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи 7 класра вĕренекен Лидия Капитоновăпа 11 класри Анастасия Ежова та кĕнĕ. Кĕçĕнреххи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Вăл хăйĕн мăн аслашшĕ Михаил Капитонов çар тата тыл пурнăçĕнче мĕнле хастарлăх кăтартнине çырса панă. Ăна çак ĕçре Надежда Кошелева вĕрентекен пулăшнă.

Анастасия Ежова вара "Тыл хастарĕсем çинчен" номинаципе хутшăннă. Вăл Александр Сюзюкин тата Людмила Ежова ертỹçĕсемпе ĕçленĕ. Автор хăйĕн тăванĕн Мария Иванован вăрçă çулĕсенчи тăрăшулăхне çутатнă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика