Юсавпа паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 18:01 Просмотров: 216

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта тĕплĕ юсав мĕнле пынипе паллашнă. Паяна кунта пысăк калăпăшлă ĕçсене вĕçленĕ: тăррине тунă, урайне сарнă. Çавăн пекех икĕ этажри стенасене те штукатурка туса якатнă, спортзалта шпатлевка тума пикеннĕ. Халĕ шыв тухакан пăрăхсене хураççĕ, электричество кабелĕсене тăсаççĕ. Пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕн 50 проценчĕ вĕçленнĕ.

Рудольф Васильевич строительсемпе калаçнă май шкула палăртнă вăхăта хута ямаллине, çав вăхăтрах пахалăх пирки те манмалла маррине, ачасем çĕнĕ вĕренỹ çулне хăтлă та илемлĕ пĕлỹ çуртĕнче пуçласса шаннине, пĕрлех строительство нормисемпе стандарчĕсене, хăрушсăрлăха пăхăнса вăй хумаллине, объект тата нумай çул çамрăк ăрăва йышăнмалла пултăр тесе тăрăшмаллине каланă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика