ПУШАР тесен чăнах та сехре хăпать. Инкекĕ вара куçа курăнмасăр килет. Майăн 11-мĕшĕнче çур çĕр иртсе пĕр сехетре Кĕçĕн Патăрьелĕнчи пĕр хуçалăхра вут алхасма пуçланă. Кăнтăрла хыççăн Кĕçĕн Шăнкăртамра çулăма пула тăватă ачаллă çемье çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă.
Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи пĕтĕмлетỹсемпе икĕ пушар та электропроводасене пула тухнă.
- Кивелнĕ проводасене вăхăтра улăштармалла, çĕннисене дипломлă, лайăх специалистсене кĕрттерме тăрăшмалла, - тет Андрей Валентинович.
Август 2026 |
