Çемье ача сассипе илемлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2024, 17:58 Просмотров: 198

ПУРНĂÇ шав малалла шăвать: пĕрисем - çуралаççĕ, теприсем - вилеççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕнче апрельте 20 ача - 11 хĕр ачапа 9 арçын ача - çут тĕнчене килнине регистрациленĕ. Сăмах май, пĕлтĕр çак вăхăтра кăçалхинчен 10 çĕнĕ "кайăк" сахалтарах хутшăннă.

Çуркуннен иккĕмĕш уйăхĕнче 45 çын - 25 хĕрарăмпа 20 арçын - вилнĕ. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕн вăтам çулĕ 57 çулпа, иртнĕ çул вара 63-пе, танлашнă. Хĕрарăмсем вăтамран 80 çул (пĕлтĕр - 83) пурăнаççĕ.

Иртнĕ уйăхра 5 мăшăр пĕр çулпа утма, пĕр-пĕрне йывăрлăхра та, савăнăçра та пулăшса пыма тупа тунă. 2023 çулта çак тапхăрта 12 туй кĕрленĕ. Венчет çĕрри пĕр-пĕрне тăхăнтартакансем сахал пулни православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Мăнкун типпи пынипе те çыхăннă.

Пилĕк çемье тĕрлĕ сăлтава пула арканнă.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика