Пуç тайнă кашни палăка

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 19:10 Просмотров: 364

 Патăрьел муниципалитет округĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнине халалласа йăлана кĕнĕ велочупу иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - ялсенче пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăн сарасси, вĕсене физкультурăпа спорт занятийĕсене çывăхлатасси, паттăрлăх историйĕ патне интерес çуратасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кунĕсене асра тытасси, патриотла воспитани парасси тата тăван кĕтеспе мăнаçланасси.

 Велочупу стартне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьелĕнчи тĕп лапамран пачĕ. Пĕрлех çак мероприяти çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн аслă ăру çыннисем хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнине асра тытмаллине палăртрĕ.

Велочупăва хутшăнакансем Патăрьел - Туçа - Алманчă - Красномайск - Сăкăт - Патăрьел маршрутпа çула тухрĕç. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксем патне чечексем хучĕç. Юлашки чарăну Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ патĕнче пулчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика