Кадетсен балĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 19:09 Просмотров: 296

Патăрьел муниципалитет округĕнче пуçласа "Пирĕн вăхăтри герой" кадет балĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă çынсене, паянхи кун çĕршыв хуралĕнче тăракансене, пирĕн мирлĕ пурнăçа сыхлакансене халалланă.

Кадет балне муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Унта хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, "Пограничное братство" пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ Николай Тинюков саламланă.

Мероприятие 10 вĕрентỹ организацийĕн çамрăкĕсем - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул кадечĕсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Ыхра Çырминчи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Хирти Пикшикри, Митта Ваçлей ячĕллĕ, Первомайскинчи, Турханти, Сăкăтри, Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулсенчи çамрăк армеецсем хутшăннă.

Программăра ансамбль Гранд-маршĕпе утасси, "Кадет стандарчĕпе" ташласси, "Ирĕклĕ композици" тата "Ташăри чи лайăх ташлакан мăшăр" конкурссем пулнă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика