Виççĕмĕш хут иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 19:00 Просмотров: 210

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче шкул çулне çитмен ачасен парачĕ иртрĕ. Ăна уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен çарпа патриотла обществăлла "ЮНАРМИЯ" юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн штабĕн начальникĕ Виктор Антипов, "Морское братство" пĕрлĕх представителĕ Владимир Паймуллин, ГСВГ çар ветеранĕсен канашĕн председателĕ Роман Михайлов хутшăнчĕç.

Парада Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнине халалланă. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут иртрĕ. Унта 100 ытла ача хутшăнчĕ.

Уява Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул параппанçисем уçрĕç. Унтан ачасен автомашинисен колонни, велосипедпа салтак çырăвне салатакансем, самокатпа çар санитарĕсем иртрĕç.

Çар тумне тăхăннă ачасем - "Сказка" ача садĕнчи "Катюша", "Патриот", "Маяк", "Солнышкори", Центральнăйĕнчи "Бравые солдаты", "Василекри" "Юнги" отрядсем утса тухрĕç.

Çитĕнекен ăру вăрçă хирĕнче пуç хунисене хисеп тунине, вĕсене асран кăларманнине палăртрĕ.

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика