Çĕнтерỹ кунĕнче Шăхач тата Шăнкăртам ялĕсенче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Феоктист Александрович Васильевпа Нурулла Велиуллович
Резяпова хисеп туса акципе килĕшỹллĕн "Вăрçă ветеранĕ умĕнчи парад" иртнĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, территори пайĕсен начальникĕсем ветерансен çурчĕ умĕнче пулнă, асăнмалăх парнесем панă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.
Çамрăк юнармеецсем ветерансен çурчĕ умĕпе иртнĕ, çар юррисене юрланă.
Август 2026 |
