Çĕнтерĕве çывхартнисене пуç таятпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 18:59 Просмотров: 280

Нихăçан та манăçмĕç Аслă Çĕнтерỹ çитнĕренпе 79 çул çитнĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене сума суса Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чечексем хунă. Сумлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен Патăрьел округĕнчи канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, округ администрацийĕн, предприяти-организаци коллективĕсем, тĕрлĕ чаçре службăра тăнă ветерансем хутшăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен фашистсене хирĕç 8377 çын, вăл шутран 41 хĕр, аллине пăшал тытнă. Çапăçу хирĕнчен 6034ăн таврăнайман. Хăшĕ-пĕри паян та хыпарсăр çухалнисен шутĕнче.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика