Владимир Путин майăн 7-мĕшĕнче Президент должноçне йышăнчĕ. Ăна 6 çуллăх çирĕплетнĕ. Раççей ертỹçи присяга йышăнчĕ, Конституцие пăхăнса Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшма тупа турĕ. Çавăн пекех Владимир Владимирович халăха хăйне шаннăшăн тав турĕ. Паянхи кун мирлĕ пурнăçшăн кĕрешекенсене уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Владимир Путиншăн çак инаугураци пиллĕкмĕш пулчĕ.
Александр ИЛЬИН
Август 2026 |
