Пушар тесен сехре хăпать

Категория: Публикации Опубликовано: 14.05.2024, 18:51 Просмотров: 295

 СЫХЛАНАКАНА Турă та сыхлать, теççĕ, анчах хăш-пĕр чухне асăрханулăх пирки манатпăр çав. Инкекĕ вара юнашарах çỹрет. Апрель уйăхĕнче муниципалитетра 5 пушара шута илнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче çурт-йĕр вут-çулăм аллине çакланнă. Пĕрисем кăварĕ лайăх сỹнмен кĕле хуçалăхра усă курма тесе пушă хуралтăна кăларса хунă. Теприсен проводасене пула нуша курма тивнĕ.

Çỹп-çапа урамра, çурт территори çывăхĕнче çунтарма юраманнине пушар хуралĕн ĕçченĕсем асăрхаттарсах тăраççĕ. Шел пулин те, чылай чухне çакна шута илместпĕр. Вутпа кĕрешекенсен виçĕ хутчен шăпах ăпăр-тапăра тивертсе янăран çулăма сỹнтерме кайма тивнĕ.

Инкеке никам та кĕтмест, анчах тĕтĕм тухнине асăрхасан çухалса каймасăр кĕсье телефонĕпе 101, 112 номерсемпе, килти телефонпа 01-пе шăнкăравламалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика