Пĕрле чухне Çĕнтерỹ çулĕ те кĕскерех

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2024, 18:21 Просмотров: 386

УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа халăх кар тăрсах неонацистсемпе кĕрешекенсене май пур таран пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Çак кунсенче Шăнкăртамсем тата "Пĕрле" фонд Луганска гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ăна вырăна Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Енри Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов Чăваш Енри Общество палатин членĕпе Альберт Комахидзепе пĕрле илсе çитернĕ. Луганск Халăх Республикинчи госпитальти врачсене тата ПДП 119 полкри салтаксене васкавлă пулăшăвăн икĕ машинине тата апат-çимĕç, куллен кирлĕ япаласем, тум-тир, атă-пушмак, медикаментсем, маскировка сечĕсем тата ачасен ỹкерчĕкĕсемпе çырăвĕсене панă.

Халăх вĕрсен хапха та уçăлать, теççĕ. Пĕрлехи вăйпа Çĕнтерĕве çывхартма та çăмăлрах.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика