Ентеш - директор

Категория: Публикации Опубликовано: 27.04.2024, 18:49 Просмотров: 229

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертỹçи пулма Юрий Исаева çирĕплетнĕ.

Юрий Николаевич "Авангард" вулаканĕсемшĕн ют мар, унăн материалĕсем час-часах хаçатра кун çути кураççĕ. Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр влаç тытăмĕнче (Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçин çумĕ, Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ) вăй хунă хушăрах наукăра та палăрнă. 100 ытла наука ĕçĕн авторĕ çак ĕçе куçиччен республикăри вĕрентỹ институтне ертсе пынă. Сăмах май каласан, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ те уншăн çĕнĕлĕх мар, 2010-2016 çулсенче вăл кунта директор пулнă.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика