Ветерансем те пултаруллă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 22:59 Просмотров: 247

 Елчĕк муниципалитет округĕн Курнавăш вăтам шкул спорт залĕнче Юрий Димитриева асра тытса ветерансем хушшинче волейболла выляссипе турнир иртнĕ. Унта Елчĕк, Шупашкар, Патăрьел муниципалитет округĕсен командисем хутшăннă. Хуçасем çĕнтерĕве алăран яман. Иккĕмĕш вырăна Патăрьелсен "Ахпỹрт" (сăн ỹкерчĕкре), виççĕмĕшне Шупашкарсен "Унга" командисем тухнă.

 Мероприяти интереслĕ иртнĕ. Унта хутшăннă кашни спортсмен хăйĕн ăсталăхне, выляма пултарнине, çĕнтерỹшĕн талпăннине кăтартнă. Мечĕке ỹкермесĕр выляма пултарни вăй-хăват хушнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика