Чупу кăмăллă иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 22:58 Просмотров: 162

 Еншик ялĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕн Фаина Краснован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Кăçалхипе 29-мĕш хут йĕркелерĕç ăна.

 Старта тăракансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Пикшик территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Исаева саламларĕç.

 Ăмăртăва 11 командăран 165 спортсмен хутшăнчĕ, ветерансем те старта тăчĕç. Спортсменсем 300 метртан пуçласа 2 километр таран чупрĕç.

Çĕнтерỹçĕсене ỹсĕм çулĕпе палăртрĕç. Пĕтĕмĕшле тата вăтам шкулсенче вĕренекенсен пĕтĕмлетĕвне кашни ача çитĕнĕвĕпе турĕç.

2006-2007 çулсенче çуралнисенчен Первомайскинчи вăтам шкулти Кристина Ивановăпа Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи Андрей Тарасов малта пулчĕç.

2010-2011 çулхисенчен Первомайскинчи вăтам шкулти Аня Суворовăпа Турханти вăтам шкулти Максим Чемеров финиша пĕрремĕш кĕчĕç.

2008-2009 çулсенче çуралнисенчен Первомайскинчи вăтам шкулти Валерия Гавриловăпа Филип Сидоров палăрчĕç.

2012 çулта çуралнисенчен тата вĕсенчен кĕçĕнтереххисенчен Ева Антоновăпа Алексей Сулагаев пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан.

Ăмăртусене аслă çулхи спорта юратакансем хутшăнни те çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнне пулчĕ.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, медальсемпе чысларĕç.

Николай КРАСНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика