Мирлĕ тỹпешĕн пуçне хунă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:21 Просмотров: 176

Первомайскинчи вăтам шкулта асра юлмалли мероприяти иртнĕ. Çакăнтан вĕренсе тухнă, Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă Олег Ильметова асра тытса Паттăр парттине уçнă.

 Мероприятие уçма Первомайски территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Пыркин, муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Владимир Федоровпа Александр Иванов, Олегăн амăшĕпе ашшĕ, пĕр тăванĕсем, юлташĕсем, педагогсемпе вĕренекенсем хутшăннă.

"Çĕршыв паттăрĕсене асра тытмаллах. Çакă пирĕн тивĕç те. Олег Владимирович - чăн-чăн паттăр. Хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çĕршыва хỹтĕлесе ырă тĕслĕх кăтартнă. Унăн çутă сăнарĕ яланах чĕресенче упранĕ. Тỹпене хĕвел çутаттăр. Ачасен хаваслă кулли, янăравлă сасси пурнăçа илемлеттĕр",- тенĕ Ирина Петровна.

 Паттăр партти çине пуçласа ларма 10 класс вĕренекенĕ, отличник, муниципалитет тата республика ăмăртăвĕсен, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен физкультурăпа регион шайĕнчи олимпиадин призерĕ Роман Смирнов тивĕç пулнă.

 Олег Ильметов Пăлаçи Атăк ялĕнче 1994 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. 2001-2005 çулсенче Каншелĕнчи, унтан Первомайскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме, волейболла, хоккейла выляма вĕренес енĕпе секцисене çỹренĕ. Алла аттестат илсессĕн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн çар ретне тăнă. Конституци тивĕçне пурнăçласан вĕренĕве малалла тăснă. 2022 çулхи июнь уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. Йывăр аманнă. Икĕ уйăх реабилитацинче пулнă хыççăн каллех хăйĕн çарти юлташĕсем патне таврăннă.

Хăюлăхшăн, паттăрлăхшăн, çар ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн 2023 çулхи июль уйăхĕнче Жуков медальне тивĕçнĕ. Ноябрь уйăхĕнче Олег Владимирович пĕр çапăçура пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика